Конспект урока по литературному чтению (чувашскому) на тему Çуркунне çитсессĕн 4 класс

Автор публикации:
Дата публикации:
Краткое описание:
предварительный просмотр материала



Землякова Нина Сергеевна, Тутарстан Республикин, Теччĕ районĕнчи, Çармăсри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен.

Урок теми: «Çуркунне çитсессĕн…»

Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ.

Класс - 4.

Урок результачĕсем:

Харкамлăх результачĕсем:

- тăван тавралăха, кайăксене юратма, сăнама вĕренесси, унăн илемлĕхне курма, упрама хăнăхасси;

- харпăр хăйĕн тата тантăшĕсен ĕç - хĕлне сăнас - хаклас хăнăхусене алла илсе пыни.

Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем:

- çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе аталантарни;

- хăйсен пĕлĕвне çирĕплетме тата пĕтĕмлетме вĕренсе пыни;

- сăмах йышне пуянлатса пырасси;

- урокра харпăр хăй ĕçне йĕркелеме хăнăхса пыни;

- ушкăнпа, мăшăрпа ĕçлеме, хăйсен хушшинче рольсемпе ĕçсене уйăрма вĕренсе пыни.

Предметăн пайрам результачĕсем:

- çурхи çутçанталăк илемĕ çинчен, çав вăхăтри улшăнусем çинчен аса илсе пĕтĕмлетÿ туни;

- илемлĕ те тĕрĕс вулас хăнăхусене аталантарасси.

Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну технологийĕсем, сингапур методикин стркутурисем.

Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, ачасен калаçăвĕ, шырав-тĕпчев, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, илемлĕ вулав, пăхмасăр каласси, вăйă.

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, П.И.Чайковскийĕн «Апрель. Подснежник» произведенийĕ, картинăсем («Çуркунне» темăпа çыхăннисем, А.К.Саврасовăн «Грачи прилетели»), кайăксен ÿкерчĕкĕсем, валеçÿ карточкисем, тĕрлĕ тĕслĕ хутсем, табличкăсем (хайлавсен ячĕсене, авторĕсене çырнă), «Çуркунне» аппликаци, пĕлĕт таткисем, хĕвел шевлисем.

Урок юхăмĕ.

  1. Урока йĕркелесси.

Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав

Акă иртрĕ те тăхтав.

Ларар парта хушшине

Пуçлар вулав урокне.

- Пирĕн литература вулавĕ. Урок аван ирттĕр тесен пирĕн мĕнле ĕçлемелле? (Ачасен хуравĕсем). Ăнăçу сунăр пĕр-пĕрне.

II. Урок темине, тĕллевевĕсене тупса палăртни.

1) Эпĕ тупмалли юмах калăп, эсир тупсăмне тупăр.

Шурă юр ирĕлет,

Çеçенхир чĕрĕлет,

Ешĕл курăк ÿсет…

Вăл хăçан пулать-ши? (Çуркунне)

- Мĕн çинчен калаçăпăр паян урокра?

- Мĕнле тĕллевсем паян пирĕн умра?

2) Урок тĕллевĕсемпе паллаштарасси.

Пирĕн паян пĕтĕмлетÿ урокĕ. Эпир сирĕнпе «Çуркунне çитсессĕн…» темăри хайлавсене аса илĕпĕр. Тимлĕ пулăр, тăрăшса ĕçлĕр.

III. Вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетни.

1) «Çуркунне пуçланать» Н.Прокопьев сăввипе ĕçлесси.

- Сăвва палартуллă вуласси.

- Поэт сăвăра мĕн çинчен калать?

- Ку сăвă мĕнле хайлава аса илтерет?(Юмаха)

- Мĕншĕн çапла шутлатăр?

2) Çут çанталăк хăйĕн йĕркисене пăхăнса пурăнать. Хĕллене, унăн илемне, хаваслăхне питĕ юрататпăр пулсан та, çуркунне çитет. Хĕлĕн вăхăчĕ иртнĕ, çуркунне хуçаланать таврара.

- Çуркунне паллисене аса илер.

3) Чăн малтан мĕнле улшăнусем пулса иртеççĕ? Мĕнле хайлавра кун çинчен вуларăмăр? («Çуркунне» К. Турхан çырнинчен)

Вуласа парăр. (1-мĕш абзаца вулаççĕ)

- Тата мĕнле паллăсем çинчен каланă. Хăвăр сăмахăрсемпе калăр.

4) Çуркунне илемĕ, çурхи улшăнусем çинчен поэтсемпе писательсем пирĕн пата сăмах урлă илсе çитереççĕ. Тата çак илеме камсем кăтартса пама пултараççĕ? (Художниксемпе композиторсем)

5) П.И.Чайковский «Апрель. Подснежник» произведение итлесси.

Музыка итлеме юрататăр-и? Халĕ итлĕпĕр. Куçăрсене хупăр. Кĕвĕре мĕн илтетĕр, сирĕн куçăрсем умне мĕн тухса тăрать, çавна тĕрлĕ хусканусемпе туса кăтартăр. Мана ăнланмалла пултăр. Эпĕ сире вара, эсир мĕн курни çинчен каласа пама тăрăшăп.

- Эпĕ сирĕн хусканусенче çутă хĕвелĕн пайăркисем шыв çинче ташланине, çурхи шыв юхнине, пирвайхи чечексене, кайăксем вĕçнине куртăм. Тĕрĕс-и?

- Эпир вуланă мĕнле хайлавра çак ĕçсем пулса иртеççĕ? («Çĕр ыйхăран вăранать» Н.Матвеев çырнинчен)

6) «Çĕр ыйхăран вăранать» Н.Матвеев çырнинчен хайлавпа ĕçлесси.

Ыйтусемпе ĕçлесси.

- Калавра хăш уйăхри улшăнусем çинчен каланă?

- Ку уйăх çурăн хăш вăхăчĕ?

- Вăрманта мĕнле?

- Ака уйăхĕнче уй-хир мĕнле улшăнать?

- Юхан шывсемпе пĕве-кÿлĕсенче мĕнле улшăнусем пулаççĕ?

7) Вăйă «Манăн çуркуннехи кăмăл». Сингапур методикин структурипе усă курасси.

КОНЭРС - кĕтессене терлĕ - тĕслĕ хутсем (сарă, симĕс, кăвак, хĕрлĕ) çыпăçтарнă. Ачасем çуркуннене палăртакан тĕсе суйласа илеççĕ те çав кĕтессе кайса тăраççĕ, мĕншĕн çак тĕсе суйланине ăнлантарса параççĕ.

- Çурхи тĕссем тĕрлĕрен. Çакна кура ĕнтĕ художниксем те çурхи куна ÿкерме юратаççĕ. («Çуркунне» темăпа çыхăннă картинăсем. Ачасем хăйсем пĕлекеннине кăтартаççĕ)

8) А.К.Саврасов «Грачи прилетели» картинăпа ĕçлесси.

- Ку кртинăна Саврасов 130 çул каялла çырнă. Тĕлĕнмелле, картина çинчи ĕçсем халь пирĕн умра пулса иртеççĕ пек туйăнаççĕ. Çак картина чĕрĕлес пулсан эсир мĕн илтнĕ пулăттăр? Мĕнле хайлава аса илтерет ку картина? («Курак»Г.Орлов)

- Курак çинчен кăсăклине мĕн пĕлтĕр?

9) Вăйă «Хăшĕ ытлашши?»

(Кăсая, çерçи, ула такка, уйăп, чакак, шăнкăрч ÿкерчĕкĕсем).

- Хăшĕ ытлашши? Мĕншĕн?

- А.Савельевăн «Шăнкăрч» сăввине пăхмасăр каласси.

- Кайăксем - пирĕн туссем. Вĕсем пире нумай усă параççĕ. Вĕсене пирĕн сыхламалла, пулăшмалла. Уйрăмах кайăксене хăçан пулăшмалла?

10) Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси.

- Çурхи кун çинчен ват çынсем те ăслă шухăшсем каланă. Халĕ сирĕн ваттисен сăмахĕсен вĕçĕсене тĕрĕс вырнаçтарса лартмалла.

(Ачасем ушкăнпа ĕçлеççĕ. Табличкăсем çинче ваттисен сăмахĕсен пайĕсем. Ваттисен сăмахĕсен вĕçĕсене тупасси, пĕр-пĕрин хыççăн вуласа парасси, ăнлантарасси.)

Çурхи кун кĕр тăрантарать теççĕ.

Çур ырхан та, кĕр мăнтăр.

Çуркунне - çеçки, кĕркунне - курланки.

Çурхи кун çеçкеллĕ, кĕрхи кун кĕлтеллĕ.

11) Пĕр - пĕрне тĕрĕслени.

(Сингапур методикин структури КУИЗ - КУИЗ - ТРЭЙД - илемлĕ кĕвĕпе ачасем ташлаççĕ, хăйсене валли мăшăр тупаççĕ, алă параççĕ)

- Эпĕ сире калавран кĕске пайсем çырса килме хушнăччĕ. Халĕ эсир пĕр-пĕрне тĕрĕслĕр. Пĕри калавăн пайне вулать, тепри калавăн ятне, авторне калать.

(Ачасем юлташĕсен хуравĕсене хак параççĕ)

12) Киле панă ĕçе тĕрĕслени.

- Эпир паян поэтсемпе писательсен, композиторсемпе художниксен чаплă ĕçĕсемпе паллашрăмăр. Вĕсем сасăсемпе, сăрăсемпе, сăмахсемпе усă курса çуркуннен, тăван çĕрĕн илемне сăнлаççĕ. Халĕ ĕнтĕ эсир хăвăрăн ĕçĕрсемпе паллаштарăр. Сергей Есенинăн «Сенкер май» сăвви тарăх ÿкерчĕк тума панăччĕ. Кăтартăр, мĕн ÿкернине калăр. (Ачасем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштараççĕ)

IV. Урок темине пĕтĕмлетсе хаклани. Рефлекси.

1) Çуркуннепе çыхăннă мĕнле сăмахсем асра юлчĕç? Сирĕн умра тăхăр пĕчĕк хут, вĕсем çине сăмахсем çырăр та сĕтел варрине хурăр. Пулнă сăмахсенчен предложенисем йĕркелĕр. (Ачасем пĕр - пĕрне кĕтмесĕр çыраççĕ. Хутсене виçшер сăмах виçĕ юпа хураççĕ, предложенисем йĕркелеççĕ. Предложенисене урлă та, тăрăх та, кĕтесрен кĕтессе те йĕркелеме пулать)

2) Халĕ хăвăр урокра мĕнле ĕçлениние хак парăр ( ачасем хăйсем хаклаççĕ, юлташ хаклать, учитель хаклать).

3) Паян сире урок кăмăла кайрĕ пулсан хĕвел шевли çыпăçтарăр, кăмала каймарĕ пулсан - пĕлĕт татки. (Çуркунне темăпа тунă аппликаци çине ачасем е хĕвел шевли, е пĕлĕт татки çыпăçтараççĕ.

Урокра тăрăшса ĕçленĕшĕн пысăк тав.

V. Киле ĕç.

С.171-177, вулама.



































































</<br>



Усă курнă литература:

- Литература вулавĕ: Пучах çумне пучах. 4 - мĕш класс валли

/Т.В. Артемьева, О. И. Печников. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2011.

- Чăваш азбуки: Пуçламăш шкулăн 1 - мĕш класĕ валли /А.А. Ермошкина, Н.Н. Чернова. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2012.

- Совершенствование качества преподавания в Республике Татарстан (Сингапурская методика). Майк Тируман.











если материал вам не подходит, воспользуйтесь поиском
X

Чтобы скачать данный файл, порекомендуйте его своим друзьям в любой соц. сети.

После этого кнопка ЗАГРУЗКИ станет активной!

Кнопки рекомендации:

загрузить материал